Ача ҫуратмалли ҫуртсен ҫӗнӗ хатер-хӗтӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ. Патӑрьелти тӗп пульницӑна хальхи йышши икӗ реанимаци тытӑмӗ тата фитотерапи ҫутаткӑҫӗ илсе килнӗ.
Аппаратсене тин ҫуралнӑ ачасем валли кӑларнӑ. Тин ҫут тӗнчене килнӗ пепкесене кислород кирлӗ. Вӗсен температурине виҫеҫҫӗ. Кювез — ачасене пӑхмалли инкубатор, «сарамакран» сипленмелли фитотерапи.
Патӑрьельти тӗп пульница 4 районти хӗрарӑмсене йышӑнать: Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсене. Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи ача кӗтекен хӗрарӑмсене те кунта илсе килеҫҫӗ. Кӑҫал кунта 546 ача кун ҫути курнӑ.
Медицина хатӗр-хӗтӗрӗн сертификатне тӗп тухтӑра Чӑваш энергосбыт компанийӗн ертӳҫи Константин Афанасьев панӑ. Пӗтӗмӗшле сумма — 450 пин тенкӗ.
Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов социаллӑ инфратытӑма тимлӗх уйӑракан предприятисем пурришӗн савӑннине пӗлтернӗ. Чӑваш энергосбыт компанийӗ Русгидро пуҫарнӑ «Энергипе ҫуралнӑскер» ыркӑмӑллӑх акцине иккӗмӗш хут хутшӑнать.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн сайчӗ Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем туслӑ пурӑннине пӗлтерет. Вӗсем уявра савӑнма та, яла тирпей-илем кӗртме те пӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫӗнӗ эйпеҫсем кивӗ, юхӑннӑ шкул кирпӗчӗсене сӳтсе ҫулсене сарнӑ. Халӗ унта урапасем лачакара кӗрсе лармаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере вӗсем ҫырма урлӑ каҫмашкӑн кӗпер ӑсталанӑ. Ку кӗпер ял хӗрринче вырнаҫнӑ. Ҫитес ҫул выльӑх-чӗрлӗхе уй-хире хӑваласа тухма ҫӑмӑлрах пулӗ.
Пуҫлӑх мӗнле пулнинчен ӗҫ епле пурнӑҫланасси нумай килет. Ял старости Геннадий Туманов ӗҫе йӗркелеме пӗлет.
Елчӗк районӗнчи Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлỹ паракан тӗп шкулта уҫӑ уроксен кунӗ иртни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать.
Ачасем патӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, орфографи словарьне редакциленӗ Ю. Виноградов тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 4 томлӑ «Чӑваш энциклопедине» йӗркелеме хутшӑннӑ А. Долгова хӑнара пулнӑ.
«Вӗренекенсем несӗлсенчен юлнӑ тупрана курма, хаклама пӗлни вӗсем ҫырнӑ сӑвӑсенчен те, хӑйсен тӑрӑхӗсенче пухнӑ такмаксенчен те, туйпа ҫӗнӗ хӑта юррисенчен те, халапӗсенчен те лайӑх курӑнчӗ. Чӑваш халӑх юррисене кӑмӑлласа юрлани те хӗпӗртỹ туйӑмне вӑратрӗ», — тесе ӗнентерет хаҫат.
Ӗлӗк чӑвашсем пӗр-пӗрне тӗл пулсан сывлӑх суннине те тишкернӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулсан «Сывӑ-и?», «Сывлӑхӑр епле?», «Ӗҫсем епле пыраҫҫӗ?» — тенӗ. Ялсенче ватти-вӗтти палламан ҫынпа тӗл пулсан та: «Ӑҫта каян?», «Ӑҫта каятӑр?», «Ӑҫтан килетӗн?», «Ӑҫтан килетӗр?», «Мӗнле туятӑр хӑвӑра?», «Сывлӑхӑрсем епле?» — тесе саламланӑ. Вӗренекенсем хӑйсем те тренингсем ирттерсе вӗсем евӗр сывлӑх сунса пӑхнӑ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви Елчӗк районӗнчи «Елчӗк ен» район хаҫачӗн редакторне палӑртмалли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ тесе пичет кӑларӑмне чылай ҫул ертсе пынӑ Николай Алексеева пӗлтернӗ.
Николай Васильевич ҫак отралсьте виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗҫлет иккен. Журналистикӑри ӗҫ стажне 1981 ҫулта асӑннӑ район хаҫатӗнче корреспондентран тытӑннӑ. 2004 ҫултанпа вӑл тӗп редактор тивӗҫне пурнӑҫланӑ, тӗп редакторӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, тӗп редактор пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра «Елчӗк ен» юнкунсерен тата шӑматкунсерен чӑвашла тухса тӑрать. Унӑн тиражӗ 4 пине яхӑн иккен. Район хаҫатне елчӗк тӑрӑхӗнче кашни пиллӗкмӗш ҫын вулать тесе ӗнентерет республикӑн Информаци политикин министерстви.
Елчӗк районӗнче хӗллехи сивӗ кун «шӑрӑх» пулса илнӗ. Ку ҫанталӑкпа ҫыхӑнман. Елчӗксем «От озорства до святости» пысӑк концертра савӑннӑ.
Концерта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем пухӑннӑ. Ытларах — ватӑсем. Пурте Раҫҫейри ылтӑн купӑсҫӑсен пултарулӑхӗпе киленме пултарнӑ. Концерт хыҫҫӑн халӑх фойере чӑваш ташшине ташланӑ.
Халӑх кӑмӑлтан савӑннӑ. Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем хӑйсене темиҫе ҫул ҫамрӑкланнӑн туйнӑ. «Семеновна», «Играй, гармонь» телекӑларӑма хутшӑннисем концертра халӑх кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Ертсе пыраканӗ Мускав ҫывӑхӗнчи купӑсҫӑсене лидерӗ Сергей Борискин композитор пулнӑ.
Сӑнсем (10)
Ыран — Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ. Календарьти ҫак куна 1992 ҫулта йышӑннӑ. Ҫавӑнтанпа пирӗн ҫӗршывра та нумай документ йышӑннӑ. Атту хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра вӗсен ыйтӑвӗсене ытлашши шута илмен темелле.
Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ ҫывхарнӑ май Елчӗкре «Ырри валли чуна уҫар» ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта Инвалидсен пӗтӗм Раҫҫейри организацийӗн районти организацийӗн ертӳҫи П. Яковлев тата вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сусӑрснее патшалӑх епле пулӑшу кӳни пирки каласа ӑнлантарнӑ. Сӑмахран, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗшӗн ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе районти 1842 инвалида 15 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ. Санаторипе курорта кайса канассине илсен, путевка илме 2011 ҫултан пуҫласа паянччен 96 ҫын черете тӑнӑ иккен, вӗсенчен 11-шне путевка лекнӗ.
Сусӑрсене пенси епле тӳлени пирки те калаҫнӑ. Унсӑр пуҫне инвалидсене тӗрлӗ предприяти-организацие кӗрсе тухма майсем туса парассине те сӳтсе явнӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ Елчӗк прокурорӗн пулӑшаканӗ Артур Курмушев сусӑрсен правине хӳтӗлеме хатӗррине ӗнентернӗ, сӑмахне вӑл тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ.
Сӑнсем (18)
Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Яманчурел ялӗнче пурӑнакан Петрпа Ирина Васильевсем ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине илнӗ. Васильевсем 5 ачана ура ҫине тӑратаҫҫӗ, кӗҫӗх улттӑмӗшӗ ҫут тӗнчене килмелле.
Ҫурта хӑпартмашкӑн федераци хыснинчен 3415,8 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурт пӗтӗмпе 127,5 тӑваткал метр. Строительство бригади икӗ хутлӑ ҫурта кӗске вӑхӑтрах туса пӗтернӗ.
Кунта халӗ пурин валли те вырӑн пур. Пӳлӗмсем хӑтлӑ, ӑшӑ тата сивӗ шыв, канализаци пур. Нумай ачаллӑ ҫемьене ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑмпа саламламашкӑн тӳре-шара килнӗ.
Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ермакова Николай Смирнова, строительство бригадине ертсе пынӑскере, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн пурте пӳрте кӗнӗ. Унта пултарулӑх ушкӑнӗ хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (47)
Йывӑҫран тӗрлӗ япала касса кӑларасси — тӗлӗнмелле ӗҫ. Ку ӗҫпе ӗлӗкех аппаланнӑ. Республикӑра халӗ те йывӑҫран касса кӑларакан ӑстасем пур. Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен Республикӑри культурӑпа халӑх пултарулӑх керменӗнче йывӑҫран касса кӑларакан ӑстасен «Йывӑҫран — тӗлӗнтермӗшсем» курав йӗркеленӗ.
Унта Етӗрне, Елчӗк, Йӗпреҫ, Комсомольски, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи, Шупашкар хулинчи ӑстасем хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе киленме май пулнӑ: ывӑс, пичке, чӳрече рами, алтӑр… Ӑстасем хӑйсен ӗҫӗсенче наци колоричӗпе, ял сюжечӗпе, халӑх юмахӗсемпе анлӑ усӑ курнӑ. Пӗр ӗҫе тумашкӑн вӑтамран 1 уйӑхран пуҫласа ҫулталӑк таранах кирлӗ-мӗн.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Петров та курава хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем куракансене кӑсӑклантарнӑ. Николай Петровича дипломпа чысланӑ.
Николай Петров йывӑҫран тӗрлӗ япала касса кӑларассипе чылай ҫул ӗҫлет, картинӑсем ӳкерет. Вӑл ҫакна ачасене урокра та вӗрентме тӑрӑшать.
Хӑш-пӗр районсенчи тепӗр клуб пирки ҫулталӑкра иккӗ-виҫҫӗ уҫса хупнишӗнех заведующийӗсем шалу илсе тӑраҫҫӗ тесе каланине илтме тӳр килет-ха. Тепӗр ҫӗрте вар культура ҫурчӗсем ҫине-ҫинех тӗрлӗ мероприяти ирттерме ӑнтӑлаҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари информаципе культура центрӗнче, акӑ, Тӳскелти «Шуҫӑм» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе нумаях пулмасть ял халӑхне савӑнтарнӑ. Кашни юррах куракансем хапӑл туса йышӑннӑ-мӗн. Е. Разумова юррисем уйрӑмах чӗрене тыткӑнлани пирки пӗлтерет вырӑнти ял тӑрӑхӗ. Кулӑшла сценкӑсем вара чунтан култарнӑ.
Информаципе культура центрӗн ертӳҫи Л. Горшкова «Шуҫӑм» ушкӑна чӗререн тав тунӑ.
Сӑнсем (14)
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗнче нумаях пулмасть Шӑмалакра пурӑнакан Николай Андреевичпа Юлия Никитична Печковсен, Лаш Таяпари Владимир Дмитриевичпа Мария Ефимовна Михеевсен ылтӑн туйӗсене чӑваш йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн паллӑ тунӑ.
Икӗ мӑшӑр каллех ҫамрӑклӑха таврӑннӑ. Вӗсем каллех хӗрпе каччӑ пулса тӑнӑ. Вӗсене сумлӑ ҫак уявпа ялӗпех саламланӑ. Культура ӗҫченӗсем вӗсем валли интереслӗ концерт программи хатӗрленӗ.
Николай Андреевичпа Юлия Никитична пӗр класра вӗреннӗ, пӗр парта хушшинче ларнӑ. Ҫамрӑк чухне пӗр колхозра ӗҫленӗ. Кавказра нумай ҫул пурӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Вӗсем икӗ ача пӑхса ӳстернӗ.
Мария Ефимовна пӗлӳ илсен Лаш Таяпана ӗҫлеме килнӗ. Вӑл вулавӑшра тӑрӑшнӑ. Кунта пулас упӑшкипе паллашнӑ. Вӗсем 3 хӗре, 2 ывӑла ура ҫине тӑратнӑ.
Уявра «хӗрсем» пӗркенчӗк пӗркеннӗ. Мӑшӑрсем чӑваш тумӗ тумланнӑ. Хӑнасем те уява чӑвашсен наци тумӗпе пынӑ.
Сӑнсем (23)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |